килеççě.Пěтěм халăх тăшмана хирĕç Аслă вăрçа çĕкленет. Пирĕн районтан та 6 пине яхăн çын фронта васкать(вĕсенчен çĕрĕшĕ хĕрарăм).
1942 çулхи апрель уйăхĕ. П.Хусанкай рядовой пулса фронта каять. Вăрçа тухса кайиччен вăл «Таня» ятлă лирикăлла-эпосла поэмине çырса хума ĕлкĕрет. Фронтра чухне вара çак поэмăна хăех вырăсла куçарать. Ăна чăвашра питĕ те юратса вуланă, хăш-пĕр пайĕсем вара халăх юрри пулса тăнă. Хусанкай поэмăра Мускав хĕрĕн Зоя Космодемьянскаян паттăрлăхне кăтартаса панă. Автор поэмăри 18 çулхи хĕр хастарлăхне сăнласа парса вулаканăн кăмăлне хăпартлантарнă, Тăван сĕршывшăн паттăрла ĕçсем тума чĕннĕ. Çавăн пекех тата Маргарита Алигер ятлă вырăс поэчĕ те «Таня» ятлă поэма çырнă. Зоя çинчен çырнă произведенисене ют çĕршывсенче те вуланă. Вăрçă хыççăн Зойăн амăшĕ Л.Т. Космодемьянская хайĕн ачисем çинчен «Повесть о Зое и Шуре» ятлă кĕнеке çырса кăларнă.
Зоя çинчен çырнă кĕнекесем