Хумма Çеменĕ (1903-1936)

Слайд 2

Кун- çулĕ

Хумма Ҫеменӗ (чăн ячӗ-шывӗ Семен Фомич Фомин) — чăваш ҫыравҫи.

Кун- çулĕ Хумма Ҫеменӗ (чăн ячӗ-шывӗ Семен Фомич Фомин) — чăваш ҫыравҫи.
1903 ҫулхи авăн уйăхӗн 10-мӗшӗнче Тăвай районӗнчи Енӗш Нăрваш ялӗнче, чухăн хресчен кил-йышӗнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Шăхасанти икӗ класлӑ (1917), унтан ялти икӗ сыпăклă шкулсенче вӗреннӗ. Вăл питĕ ăслă пулнă, тăватă çул вĕренсенех ултă çул вĕреннисенчен ирттернĕ. 1920 çулта Хусанта тухса тӑракан «Канаш» хаçат редакцине тăлмач ӗçне вырнаçнă, ӗçленӗ вăхăтрах çӗр йӗркелӳ техникумӗн каçхи уйрăмӗнче вӗреннӗ. Хаçатăн литература сотрудникӗ, пай заведующийӗ, ответлă секретарӗ тата редактор çумӗ пулса ӗçленӗ.

Слайд 3

Хаçат редакцийӗнче вăй хуни

Чăваш автономине туса хунă хыççăн редакципе пĕрле Шупашкара

Хаçат редакцийӗнче вăй хуни Чăваш автономине туса хунă хыççăн редакципе пĕрле Шупашкара
куçнă. 1926 ҫулта Вăтам Азипе Кавказри ҫӗршывсене ҫитсе курнă. Пӗр вăхăт Ашхабадра тухса тăракан «Туркменская искра» хаҫат редакцийӗнче вăй хунă. 1927–1932 ҫулсенче Шупашкарти типографире корректор ӗҫӗсене туса пынă. 1932–1936 ҫулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература кӗнекисене пичете хатĕрленĕ.

Слайд 4

Пултарулăхĕ …

Хумма Ҫеменӗ калавсемпе сăвăсем, повеçсем, роман, очерксемпе статьясем çырнă, вырăсларан

Пултарулăхĕ … Хумма Ҫеменӗ калавсемпе сăвăсем, повеçсем, роман, очерксемпе статьясем çырнă, вырăсларан
чăвашла Н.Некрасов, А.Кольцов, А.Фет, Ян Райнис, Г.Тукай, У.Уитмен, В.Гюго, Д.Рид тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене куçарнă. Пĕрремĕш «Ҫиçĕм çиçет, çуталать» сăвви 1920 çулта,«Выçлăх çул» ятлă пĕрремĕш калавĕ 1923 çулта пичетленсе тухнӑ. Унăн хайлавĕсене шкул программине кӗртнӗ. Ҫавăн пекех вăл çырнă ӗçсем Чăваш литературин антологине вырнаçнă. 1934 çултанпа СССР Ҫыравçисен пайташӗ пулса вăй хунă.

Слайд 5

Ҫеçпӗл хăвачӗллӗ ăста

Калавсенчи тӗп сăнанарсем-комсомолсем, хӗрлӗ гвардеецсем, ялта çӗнӗ пурнӑç купалакансем.

Ҫеçпӗл хăвачӗллӗ ăста Калавсенчи тӗп сăнанарсем-комсомолсем, хӗрлӗ гвардеецсем, ялта çӗнӗ пурнӑç купалакансем.
Повеçсемсӗр пуçне вăл драмасем те çырнă, сăмахран, «Анюкпа Ванюк».Унăн юррисем радиопа халӗ те янăраççӗ. Хумма Ҫеменӗ çавăн пекех Чӗкеç псевдонимпа паллӑ. Сăвăç чăваш сăмахне Ҫеçпӗл Мишши пекех чӗререн юратнă, унăн аталанăвӗшӗн пӗтӗм ӗмӗрне панă.


Слайд 6

Кĕнекисем

Чăваш çыравçин, сăвăçин, драматургĕн, тăлмачĕн хайлавӗсем пурӗ 10 кӗнекере пичетленнӗ.
Паллăрах кӗнекисем:
«Юрӑ-сӑвӑсем»

Кĕнекисем Чăваш çыравçин, сăвăçин, драматургĕн, тăлмачĕн хайлавӗсем пурӗ 10 кӗнекере пичетленнӗ. Паллăрах
(1922),
«Выçлӑх çулсем» (1924),
«Ача чухнехи» (1931),
«Суйласа илнисем» (1960),
«Штрум» (1975),
«Пирӗн вӑй» (1982).

Слайд 7

Пултаруллă çыравçă


1936 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче самай вăхăт хушши йывăр

Пултаруллă çыравçă 1936 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче самай вăхăт хушши йывăр чирленĕ хыççăн Хумма Ҫеменӗ вилнĕ.
чирленĕ хыççăн Хумма Ҫеменӗ вилнĕ.
Имя файла: Хумма-Çеменĕ-(1903-1936).pptx
Количество просмотров: 34
Количество скачиваний: 0